Чӑваш Енре Мускав облаҫӗнче пурӑнакан арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкереҫҫӗ. 27-ри арҫын суя документпа усӑ курнӑ-мӗн.
Следовательсем шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл 2012 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Мускавра 25 пин тенкӗпе руль умне ларма ирӗк паракан суя удостоверени илнӗ. Хайхискер унпа кӑҫал ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗчченех усӑ курнӑ.
Мускав ҫыннине Куславкка районӗнчи инспекторсем чарнӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне унӑн водитель прави суя пулнине палӑртнӑ.
Мускав арҫынни тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна куншӑн 1 ҫул ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ. Следовательсем пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, ӑна кӗҫех суд пӑхса тухӗ.
Куславкка районӗнчи Куснар ялӗнче строительство ӗҫӗ хӗрсех пырать. Ӑна авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Куснарта ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне ҫӗнӗ шкул хута яма шантарнӑ.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, строительство ӗҫӗн 83 процентне вӗҫленӗ. Шкула ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне туса ҫитермелле.
Шкулта 165 ача валли вырӑн пулӗ. Пӗлӳ ҫурчӗ ҫумӗнче ача пахчи тӑвӗҫ. Унта вара 40 шӑпӑрлан ҫӳрӗ. Шкулта стадион та тӑваҫҫӗ.
Подряд организацийӗ шалти ӗҫсене пӗтернӗ. Халӗ киплӗ хатӗр-хӗтӗре туянаҫҫӗ.
Сӑмах май, кӑҫал Куславкка хулинче 160 шӑпӑрлан валли ача пахчи тума тытӑнӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Пӑрмас ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ аварире ача шар курнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл автомашина водителӗ руле итлеттереймен – транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та грузовикпе ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл автомашина рулӗ умӗнче Питӗрти 33-ри арҫын пулнӑ, грузовикре – Ростоври 35 ҫулти арҫын.
Хыҫалта ларнӑ ача суранланнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу киличчен вӑл тӑнне ҫухатнӑ. Тухтӑрсем ӑна шина хунӑ, ыратнине ирттерекен укол тунӑ, ӳпкене сывлаттармалли аппарат лартса пульницӑна, Шупашкара, илсе кайнӑ. Вӗсене хирӗҫ реанимаци машини тухнӑ. Ҫур ҫулта вӗсем тӗл пулнӑ, реанимаци мероприятийӗсем ирттерсе ачана пульницӑна илсе ҫитернӗ. Халӗ вӑл реанимаци уйрӑмӗнче выртатать, сывлӑхӗ йывӑр.
Чӑваш Енре ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 4,5 пине яхӑн ача ҫут тӗнчене килнӗ. Вӗсенчен 82-шӗ йӗкӗреш ҫуралнӑ.
Йӗкӗрешсем ытларах – Шупашкарта. Кунта 52-ӗн вӗсем. Элӗк, Вӑрнар, Куславкка, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче кӑҫал икшер йӗкӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. Улатӑрта, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 4, Канашра 6 йӗкӗреш ҫуралнӑ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫут тӗнчене килнӗ 4454 ачаран 2280-шӗ – арҫын ача, 2174-шӗ хӗрача.
Чӑваш Енри район-хулана кӑшӑлвирус тӑрӑмне кура виҫӗ ушкӑна уйӑрнӑ. Ҫакна кӑшӑлвирус сарӑлнине хирӗҫ ӗҫлекен оперативлӑ штабӑн ӗнерхи ларӑвӗнче палӑртнӑ. Япӑх ӗҫленӗшӗн хуласемпе район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене Алла Салаева вице-премьертан сӑмах лекнӗ.
«Симӗс» (лару-тӑру лайӑххисем кунта кӗнӗ) ушкӑнра – Вӑрнар, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Улатӑр, Куслӑвкка, Красноармейски районӗсем тата Улатӑр хули.
«Сарӑ» зонӑра – кӑтарту реапубликӑри вӑтам статистикӑран пысӑк маррисем: Тӑвай, Канаш, Шӑмӑршӑ, Комсомольски, Йӗпреҫ, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Елчӗк районӗсем, Канаш тата Ҫӗмӗрле хулисем.
«Хӗрлӗ» зонӑна чирлекенсем йышлисем: ултӑ районпа икӗ хула – лекнӗ. Кунта – Етӗрне, Шупашкар, Патӑрьел, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар районӗсем, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем.
Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ 1936 ҫынна ҫитнӗ. Юлашки талӑкра 76 ҫын хушӑннӑ. Паян валли тепӗр 40 ҫын сывалнӑ. Вилнисем ҫук, кӑтарту унчченхи пекех - 8 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Чирлекенсенчен ытларахӑшӗ – Шупашкарта (596 ҫын). Етӗрне районӗнче – 154, Канаш районӗнче (Канаш хули те кӗрет) – 120, Шупашкар районӗнче – 99, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 97, Ҫӗмӗрле районӗнче – 91, Патӑрьел районӗнче 77, Муркаш районӗнче 69, Вӑрмар районӗнче – 68, Тӑвай районӗнче 62 ҫын кӑшӑлвируспа чирлет.
Ытти районта инфекциленнисен йышӗ 50 ҫынран сахалрах. Чи юлашки вырӑнта – Куславкка районӗ. Унта 6 ҫын чирленӗ. Ун умӗн – Красноармейски районӗ. Ку тӑрӑхра 7 ҫыннӑн инфекци пуррине палӑртнӑ.
Куславкка районӗнче пурӑнакан пӗр ҫын тӑванне хӗрхеннипе пӑтӑрмаха ҫакланнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Куславкка районӗнче пурӑнакан арҫын йӗркене административлӑ майпа пӑснӑ. Вӑл ӳсӗрле руль умне ларнӑ. Уншӑн хайхине йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Ҫавӑншӑн унӑн тӑванӗ кӑмӑлсӑрланнӑ. Кӑмӑлсӑрланнӑ ҫеҫ те мар, полицейскисем ҫине алӑ ҫӗкленӗ.
Йӗрке хуралҫисемпе «йӗрке» тума хӑтланнӑ ҫынна пуҫтахланма паман. Халӗ 31 ҫулти арҫыннӑн явап тытма тивӗ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 318-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Унӑн тӑванне вара (арҫын ҫавна хӳтӗлесе хирӗҫнӗ те ӗнтӗ) ӳсӗрле руль умне ларнӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвирус республикипех сарӑлнӑ темелле.
Ӗнерхи кун тӗлне ку вирус Улатӑр районӗнче 17 ҫынна лекнӗ;
Элӗк районӗнче — 13;
Патӑрьел районӗнче — 33;
Вӑрнар районӗнче — 12;
Йӗпреҫ районӗнче — 8;
Канаш районӗнче — 37;
Куславкка районӗнче — 1;
Комсомольски районӗнче — 10;
Красноармейски районӗнче — 4;
Хӗрлӗ Чутай районӗнче — 14;
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче — 12;
Муркаш районӗнче — 10;
Пӑрачкав районӗнче — 32;
Вӑрмар районӗнче — 30;
Ҫӗрпӳ районӗнче — 19;
Шупашкар районӗнче — 18;
Шӑмӑршӑ районӗнче — 10;
Ҫӗмӗрле районӗнче — 22;
Етӗрне районӗнче — 50;
Елчӗк районӗнче — 10;
Тӑвай районӗнче — 49;
Ҫӗнӗ Шупашкарта — 24;
Шупашкарта — 241.
Ҫапла вара ку списокра курӑнманнисем темиҫе хула ҫеҫ.
Кӑҫал республикӑра тӑватӑ ялта культура ҫурчӗ тума палӑртнӑ. Тата тепӗр пӗр клуба тӗпрен юсӗҫ. Ку тӗллевпе хыснаран 102 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Ҫӗнӗ культура ҫурчӗ Шупашкар райнӗнчи Кармашра, Канаш районӗнчи Хучелте, Вӑрнар районӗнчи Пӑртасра тата Комсомольски районӗнчи Тукайра пулӗҫ. Елчӗкри культура ҫуртне вара тӗпрен юсама палӑртнӑ.
Палӑртмалла: пӗлтӗр пилӗк районта – Канаш, Етӗрне, Комсомольски, Патӑрьел тата Куславкка районӗсенче – ултӑ культура ҫурчӗ ҫӗкленӗ.
2020 ҫулта Чӑваш Енри тӑватӑ ялта культура ҫурчӗ уҫӗҫ. Вӗсене Шупашкар районӗнчи Мӑналта, Канаш районӗнчи Хучелте, Вӑрнар районӗнчи Пӑртасра, Комсомольски районӗнчи Тукайра тума палӑртнӑ. Мӑнал ялӗнче ӗҫсене пуҫӑннӑ та ӗнтӗ. Унта строительсем клуб никӗсӗ валли вырӑн хатӗрлеҫҫӗ. Клуб 150 ҫынлӑх пулӗ.
Кунсӑр пуҫне кӑҫал Елчӗк районӗнчи культура ҫуртне юсаса ҫӗнетме йышӑннӑ. Унта та ӗҫе кӳлӗннӗ.
Маларах асӑннӑ тӗллевпе федераци, республика тата вырӑнти хыснасенчен 101,9 млн тенкӗ уйӑрӗҫ.
2019 ҫулта Канаш, Етӗрне, Комсомольски, Патӑрьел, Куславкка районӗсенче культура ҫурчӗсем уҫнӑ. Республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫе пӗлтӗр те «Культура» наци программипе килӗшӳллӗн пурнӑҫланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |